Редакция журнала «Башҡортостан уҡытыусыһы» - филиал ГУПРБ Издательский дом «Республика Башкортостан»
» » Икě уяв иртрě пěр кунра
Икě уяв иртрě пěр кунра

(Изучение творческого наследия И.Я. Яковлева)

И.Я. Яковлев 170 ҫул тултарнипе ҫыхăннă анлă уявсем чăвашсем пурăнакан пур тăрăхра та иртеҫҫě. Ҫав шутрах Ěпхӳ хулинчи Калинин районне кěрекен чăваш вырсарни шкулě те.
Апрель уйăхěн 12-мěшěнче Ěпхӳ хулин Совет районěнчи 23-мěш номěрлě шкулта та (чăваш вырсарни шкулěн филиалě) икě мероприяти пěр харăс иртрěҫ. Вěсене Пишпӳлек районěнчи Михайловка шкулěн 10 вěренекенě (Н.Н. Никитина директорпа Е.В. Урьялова завуч ертсе пынипе) тата Иглин районěнчи Чăваш Кăпавěн хăнисем (ертуҫи – Иглин районěнчи чăваш культура обществин председателě П.В. Федоров) хутшанчěҫ.
И.Я. Яковлев пурнăҫěпе ěҫě-хěлне халалланă выставка хатěрленě акт залěнче, чěннě хăнасемпе шкул ачисене шутласан, 100 ытла ҫын пуҫтарăнчěҫ. Чăваш вырсарни шкулěн директорě И.Е. Кузьмина «И.Я. Яковлевăн еткерě» тамăпа доклад турě. Залра ларакансене уйрăмах докладăн «И.Я. Яковлев чăваш халăхне панă халал» пайě хумхантарчě. «Раҫҫее хытă юратăр, вара вăл сирěншěн аннěр вырăнне пулě» текен сăмахсем кашнин чěрине кěрсе вырнаҫрěҫ.
Ҫак кун куракансене хăйсен пултарулăхěпе савăнтарнă «Элем» ансамбльпе «Пилеш» чăваш халăх фольклор ушкăнě (ертӳҫи – В.С. Антонов, РФ Писательсен союзěн членě, ҫыравҫă-композитор) ПР регионěн чăвашсен наципе культура автономийěн Хисеп хутне тивěҫрěҫ.
Чăваш вырсарни шкулěпе тăванлашнă Михайловка шкулěн хăнисене асăнмалăх И.Я. Яковлев ҫинчен ҫырнă, ентеш-ҫыравҫăсен Ф.Н. Вуколов-Эрликпа Мустай Каримăн хайлавěсен кěнекисене парнелерěҫ.
2017 ҫул вěҫěнче Чăваш вырсарни шкулě 10 ҫул тултарчě. Ҫав ятпа Ěпхӳ хулин вěрентӳ управленийěн ěҫченě С.Х. Рах­матул­лина салам сăмахěсене вуласа пачě, чăваш вырсарни шкулěн директорне И.Е. Кузьминана, П.В.Чубенко методиста, А.И. Петрова педагога, ҫак шкулта ěҫленě Н.Е. Дмитриевана (халě Мускав хулинче пурă­нать) Хисеп хучěсемпе, «Илемпи» ҫамрăксен ансамблěн солисчěсене Е.Р. Садыкована, Г.Н. Яковлевана тата А.В. Савельевана Тав ҫыравěсемпе чысларěҫ.
Уява ҫак шкулта маларах ěҫленě вěрентекенсем те – И.Я. Потапова, Л.Г. Елисеева, И.И. Сафронова, С.Б. Егорова, Г.П. Ива­­нов – килнěччě. Вěсемпе тěл пулнă самант ăшă туйăмсем ҫуратрě. Вěрентекенсем шкула Л.П. Михайлов ертсе пынă вăхăтсене кăмăллăн аса илчěҫ.
Апрель уйăхěн 12-мěшě – авиаципе космонавтика кунě. 2011 ҫултанпа ҫак куна Пěтěм тěнчери космос кунě тесе палăртнă. Асăннă шкулта вěренекенсемшěн А.Г. Николаев летчик-космонавта халалланă уяв ирттересси йăлана кěнě. Пирěн ҫак паттăрăн ятне яланах асра тытмалла. Андриян Николаев – чăвашсен наци геройě.
Ҫак шкулта СССР летчик-космонавчěн, икě хутчен Совет Союзěн геройěн А.Г. Николаевăн музейě те пур. Музейра паттăрăн 60 пысăк сăнӳкерчěкě, летчик пулнă тапхăрти тăхăр экспонат, бронзăран тунă бюсчě, А.Г. Николаева халалланă 5 кинофильм упранать.
Мероприятие Пушкăртстанри А.Г. Николаев ячěпе хисепленекен хăҫ-пăшаллă вăйсен, Шалти ěҫсен министерствин тата тěрлě хирěҫ тăрусене хутшăннă ветерансен союзěн хастарěсем, унăн ертӳҫипе, М.А. Патраев майорпа пěрле хутшăнчěҫ. Полковник Б.Е. Гордеев музейпа паллаштарчě, ветерансен пěрлěхě ҫамрăксене воспитани парас ěҫре пысăк вырăн йышăнни ҫинчен каласа пачě. Уява Иглин районěнчи ветерансен пěрлěхě ятěнчен унăн командирě Ю.Н. Исаев хутшăнчě. Ветерансем пěрле пуҫтарăнсан паллă ҫынсене чěнмесěр пěр мероприяти те иртмест. Хальхинче уява тěрлě ҫапăҫусене хутшăннă ҫар летчикě, вертолет полкěн командирě, ПР хěҫ-пăшаллă вăйсен ветеранěсен комитечěн ҫумě, подполковник Н.С. Киселев килсе ҫитрě. Вăл хăйěн ҫар пурнăҫě ҫинчен каласа пачě, А.Г. Николаев ячěллě ветерансен пěрлěхěн членě Л.П. Михайлова «Хěрлě Ҫара – 100 ҫул» медальпе наградăларě.
Уява ачасен концерчě вěҫлерě. Ташă номерěсене чăваш вырсарни шкулěн ташă кружокěн ертӳҫи А.И. Васильева, вокал номерěсене И.Г. Петрова хатěрленě. Ачасем хăйсен пултарулăхěпе пурне те тěлěнтерчěҫ. Тěрлě наци ҫыннисем пуҫтарăннине пăхмасăр Ирина чăвашла «Ҫуркунне» ятлă юрă шăрантарчě. Пуҫтарăннисем Михайловка шкулěнчи Ксения Исмагилован «Ман Тăван ҫěршывăм» юрра та тăвăллăн алă ҫупса йышăнчěҫ.
«Тăван халăхшăн тăрăшакан ҫынсем пурришěн чун савăнать. Пěчěк ҫеҫ лăпам ҫинче тем те тума пултараҫҫě вěсем. Чăваш ачисем ытларах пулсан, ыранах чăваш класěсем уҫăттăм», – терě мероприятие пěтěмлетсе Ěпхӳ хулин Совет районěнчи вěрентӳ уйрăмěн начальникě И.Р. Хайруллин.
Апал пулсан, И.Я. Яковлев халалěсем пурнăҫа кěрсе пыраҫҫě.

Ю.П. ПАВЛОВ.
г. Уфа.